«Мӑнтарӑн пирӗн вырӑнти культура министрӗ! Балет фестивальне уҫнӑ чух синкерлӗ саламланӑран ун ҫумне яланлӑхах «ПетИпа» ят вырнаҫать пулӗ», — тесе ҫырнӑ «Советская Чувашия» хаҫатӑн культура темине ҫутатакан журналисчӗ Маргарита Красотина Фейсбукра.
Аса илтерер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкрати оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланчӗ, вӑл «Петипа-гала» концертпа уҫӑлчӗ.
Хрнатсуссен балетмейстерӗн Мариус Петипан хушаматӗнче ударени юлашки сыпӑк ҫине ӳкет.
Форумсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Константин Яковлев министр балет фестивалӗ вырӑнне опера фестивалӗ тенӗ имӗш.
<iframe src="https://www.facebook.com/plugins/post.php?href=https%3A%2F%2Fwww.facebook.com%2Fritakrasotina%2Fposts%2F1496593517133030&width=500" width="500" height="193" style="border:none;overflow:hidden" scrolling="no" frameborder="0" allowTransparency="true" allow="encrypted-media"></iframe>
«Тусӑмсем, сире валли кӑштах пуҫа ватмалли тӗслӗх... Ҫак кунсенче мӗн пур чӑваш тӗнчи чӑваш чӗлхи уявне паллӑ тума хатӗрленет... Вӑт ҫапла хисеплетпӗр эпир тӑван чӗлхене!!!», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Альбина Юрату сӑвӑҫ.
Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме вӑл йыхрав хутне вырнаҫтарнӑ. Сӑмахӗ унта илемлӗ вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи конкурсӗ пирки пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ ирттерет иккен.
Альбина Юрату йыхраври йӑнӑшсене ручкӑпа чӗрмеленӗ те сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш наци радиовӗпе кӗҫнерникун каҫсерен «Ҫичӗ юрӑ» радиокӑларӑм эфира тухнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ. Иртнӗ эрнеринче унта Алина Изман журналист пулнӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканскер радиоэфира ҫамрӑксене килӗшекен юрӑсемпе ҫитнине пӗлтерчӗ.
Радиоэфирта Алексей Алексеевӑн «Эп манас ҫук сана», Владимир Шинжаевӑн «Хуларан», Полина Борисован «Мӗн манса хӑвартӑм-ши?», Александр Редӑн«Каҫар мана», Сергей Лекеровӑн «Батыревӑра», Петр Ермолаевпа Андрей Шадриковӑн «Все значит», Алина Егорован «Юлар-ха калаҫса» юррисем шӑранчӗҫ.
Юрӑҫсене Алина Изман талантлисем тата хӑюллисем тесе пайларӗ. «Сцена ҫине хӑпарса ҫав хӑюллисене туртса антарас килмест-и?» – ыйтрӗ радиоертӳҫӗ хаҫатҫӑран. «Мӗнле кӑмӑлпа тата кампа кайнинчен килет», – хуравларӗ калем ӑсти.
«Ҫичӗ юрӑ» тӳрӗ эфирта янӑранӑ май кӑларӑма шӑнкӑравланисем те паянхи эстрада шайӗпе кӑмӑлсӑррине пӗлтерчӗҫ. Культура министерстви ӑҫта пӑхать тесе тулашакансем те пулчӗҫ.
Чӑваш Ен кӑҫал Республика кунне ирттересси пирки халех шухӑшлама тытӑннӑ. Тӑван тӑрӑхӑмӑршӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑма хатӗрленес тӗллевпе нумаях пулмасть Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухнӑ.
Уяв вӑхӑтӗнче ытти ҫулхиллех тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Ҫав шутра — «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль те. Анчах кӑҫал унӑн программине палӑрмаллах улшӑну кӗртме палӑртнӑ. Фестивале хутшӑнакансем ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑри районсем тӑрӑх тухса кайӗҫ. Унта вӗсем концертсем лартӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Тепӗр кунне ҫӗршыври ӑстасен пултарулӑхӗпе Шупашкарта киленӗпӗр.
Кӑҫал фестивале Болгарирен те килмелле. Ҫакна Чӑваш Ен культура министрӗ Константин Яковлев каланӑ.
Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Рукопожатие трёх республик» (чӑв. Виҫӗ республика пӗр-пӗринпе алӑ парӗҫ) ятпа поэзи концерчӗ иртмелле. Ҫакӑн пирки темиҫе кун каяллах Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне халалланӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, поэзи концертне виҫӗ республика: Тутарстан, Чӑваш Ен тата Мари Эл — хутшӑнмалла. Пирӗн республикӑран кам каяссине пӗлес тесе паян ҫак йӗркесен авторӗ Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе те, Чӑваш Республикинчи профессилле ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗпе те ҫыхӑнчӗ. Анчах нихӑшӗнче те Тутарстанри поэзи концертне кам каяссине калаймарӗҫ.
Асӑннӑ культура мероприятине тутарсем, сӑмах май, иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна унти вырӑссен наципе культура пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех Вырӑс литература клубӗн ҫармӑссен, чӑвашсен регионти уйрӑмӗсем те пулӑшаҫҫӗ.
Асӑрхаса хӑваратпӑр, ку поэзи каҫне пӗлтӗр Дмитрий Поздеев, Эдуард Фролов, Сергей Тихонов, Наталья Ромашина тата Галина Белгалис хутшӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫалхи кӗркунне, чӳк уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровград хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗнче гастрольпе пулӗ.
Инҫе ҫула тухма «Большие гастроли для детей и молодежи» (чӑв. Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем) театр проектне лекме пултарнипе май килӗ. «Большие гастроли» (чӑв. Пысӑк гастрольсем) проекта РФ Культура министерстви 2014 ҫултанпа йӗркелет. Пӗлтӗр ведомство «Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем» енпе те укҫа уйӑрма пуҫланӑ. Пирӗн республикӑри ҫамрӑксен театрӗ пӗлтӗрех унта лекнӗччӗ. Ун чухне вӑл Мари Элти Йошкар-Олара, Волжскра, Чикмере (Козьмодемьянскра), Звениговӑра пулнӑччӗ, асӑннӑ республикӑри шкул-интернатсенчен пӗринче ыр кӑмӑллӑх спектаклӗ кӑтартнӑччӗ.
Димитровградра артистсем «Веселые уроки ОБЖ», «Жила-была Сыроежка», «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен», «Юрату пурах иккен» спектакльсем лартӗҫ.
Чӑваш Енӗн культура, национальность ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев опера юрӑҫисемпе тата балет ӑстисемпе тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
Республикӑри чи пысӑк театр коллективне Константин Яковлев культура отраслӗнчи тата министерствӑри иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ.
Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен учрежденине аталантарас ыйтусене те хускатнӑ. Кӑҫалхи плансем ҫинчен учреждени директорӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров каласа кӑтартнӑ.
Аса илтерер, театрти пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑнчӗ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. Йӗпреҫре ҫуралнӑ. Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.
Иртнӗ эрнекун Чӑваш Енре республикӑри культура ӗҫченӗсене чысланӑ. Ҫак отрасльте тӑрӑшакансене республика Элтеперӗ ячӗпе ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов саламланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн пурнӑҫ никӗсӗ — культура. Вӑл истори астӑвӑмне тата халӑхӑн ӑс-хакӑл хӑватне пӗр ҫӗре пухать. Ӳнер ӗҫченӗсем ҫынсене хайсен пултарулӑхне тата ӑсталӑхне панине те палӑртнӑ спикер.
Хӑйӗн сӑмахӗнче Валерий Филимонов Варнавӑна, Шупашкарӑн тата Чӑваш Енӗн митрополитне, ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев Варнавӑна ведомствӑн «За достижения в культуре» (чӑв. Культурӑри ҫитӗнӳшӗн) кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа хисеп тунӑ. Унпа ҫавӑн пекех СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫине Валерий Яковлева хавхалантарнӑ.
«Этническая Чувашия» (чӑв. Этнос Чӑваш Енӗ) туризм кластерӗ пирки темиҫе ҫул ӗнтӗ калаҫаҫҫӗ. Шупашкара 500 ҫул паркра тата Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ҫывӑхӗнче аталантаракан ҫак проекта пурнӑҫа кӗртсе юлашки ҫулсенче самай ӗҫ тукаларӗҫ-ха. 2013 ҫултанпа проекта 3 миллиарда яхӑн тенкӗ хывнӑ, ҫав шутран 1 миллиарда яхӑн — федераци хыснинчен.
Ҫапах та паянхи куна «Амазония» центрта малтан шантарнӑ аквапарк та, океанариум та ҫук. Инфраструктурӑн пӗр пайне ҫаратнине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Туризма аталантарассипе ҫыхӑннӑ федераци программи епле пурнӑҫланнине пӗтӗмлетнине тишкернӗ. Унта Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин Константин Яковлева хытах критикленӗ иккен. Туризм кластерӗ валли уйӑрнӑ укҫапа епле усӑ курнине федераци казначействи тӗрӗсленӗ мӗн те 24 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи отчет та юрӑхлӑ пулмасан штраф виҫи тата тепӗр 200 миллионлӑх ӳсме пултарасси пирки сӑмах пулнӑ.
Нумаях пулмасть искусствоведени кандидачӗн Илемпи Туркайӑн «Нарспиана» монографийӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, монографт вилӗмсӗр Константин Иванов поэт пултарулӑхне хаклакансемшӗн чӑннипех парне пулса тӑнӑ.
Кӗнекене хатӗрлессипе Илемпи Туркай вунӑ ҫул ӗҫленӗ. Монографи тӑватӑ пайран: «Искусство книги», «Станковая графика», «Живопись» тата «Скульптура» — ятлисенчен тӑрать. Вӗсем чӑваш тата тӗнче поэзийӗн шедеврӗ тесе йышӑннӑ «Нарспи» поэмӑна хакланӑ ӗҫсене пӗр ҫӗре пухнӑ. Кӗнеке вилӗмсӗр ӗҫе тивӗҫлипе хаклакан кирек епле ӳсӗмри ҫыншӑн та: ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах — кӑсӑклӑ пуласса шанма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |